Ҫӗнӗ Шупашкарта фотофиксаторсене вырнаҫтарассипе хӗрӳ ӗҫ пырать. Ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха ӳстерес дирекцинче пӗлтернӗ тӑрӑх регистраторсене лартмалли вырӑнсене ятарласа суйланӑ.
— Фотофиксаторсене аварисем тӑтӑш пулакан вырӑнсене вырнаҫтарма планланӑ. Ҫӗнӗ техника ҫул-йӗрти саккун пӑснине «Онлайн» майпа тӗпчеме пултарать, йӗркене пӑсни вара тӳрех Чӑваш Ен ҪХПИ центрне каять, — пӗлтерет учреждени директорӗ Владимир Баженов.
Ҫул йӗркине пӑснӑ кӑтартӑва фотофиксатор регистрациленӗ хыҫҫӑн инспектор саккунпа килешӳллӗн ҫак ӗҫ-пуҫпа постановленисем ҫырать. Хыҫҫӑн ҫул йӗркине пӑсакансем патне ятарлӑ пӗлтерӳ ҫырӑвӗсем яраҫҫӗ. Саккуна пӑсакансен 60 кун хушшинче штрафа тӳлесе татмалла.
Паянхи куна хулара икӗ фотофиксатор комплексне вырнаҫтарнӑ. Энергипе тивӗҫтерекен компанипе килешӳ тунӑ хыҫҫӑн хулара тата темиҫе прибора электричество парса ӗҫлеттерсе ямалла.
Александр Смирнов инспектор пелтернӗ тӑрӑх хулара фотофиксаторсем Совет урамӗнче ҫулӑн икӗ енӗпе те вырнаҫнӑ.
Республика кунӗ театр ӳнерне юратакансемшӗн кӑҫал тӗлӗнмелле парне хатӗрлерӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вырсарникун, пирӗн республика историйӗнче пӗрремӗш хут Театрсен каҫӗ иртет. Акци каҫхи 11 сехет ҫурӑра пуҫӑнать. Вӑл кун Чӑваш Енӗн патшалӑх театрӗсем Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсенче хӑйсен постановкисене кӑтартӗҫ.
Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарӗ. Балета юратакансен асӑннӑ театр умне пухӑнмалла.
Ҫӗртмен 17-18-мӗшӗнче 17:00–9:30 сехт хушшинче, йӗрлев тӗпчесе пӗлеймен вӑрӑ-хурах организаци таврашӗнче 14 труба вӑрласа тухнӑ пулнӑ.
— Вӑрлас ӗҫе пурнӑҫлакан арҫын «БОС» УПП организаци хӗррипе утса пынӑ. Ҫулпа утса пынӑ май вӑл 400 мм диаметрлӑ тата 12 метр вӑрӑмӑш ултӑ пластмас трубине вӑрттӑн вӑрланӑ. Унсӑр пуҫне тата 500 мм диаметрлӑ, 12 метр тӑршшӗ пластмас трубисен (пурӗ 8 шт) «хуҫи» пулса тӑнӑ, — пӗлтерет ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев.
Паллӑ мар вӑрра шыраҫҫӗ. Организацие миҫе тенкӗлӗх шырлӑх кӳнине те хальлӗхе палӑртайман-ха. Вӑрланӑ пурлӑх вара пӗтӗмпех ҫул-йӗрсемпе кӗпер таврашӗсене тивӗҫтерекен организацийӗн пулнӑ.
Ӗнер, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ЗАГС пайӗн администрацинче 400-мӗш мӑшӑр хӑйсен юратӑвне регистрациленӗ пулнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкартан: Алексей Костров тата Юлия Иванова.
Пӗрлешӳ саманчӗ яланхи пекех иртрӗ: ҫураҫнӑ хӗр — шурӑ туй кӗпипе, каччӑ вара костюм тӑхӑннӑ. Пӗрлешнине ҫирӗплекен хута 400-мӗш номерпа илесси мӑшӑршӑн вара кӗтменле пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗрлешӳ кӗрменӗн администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗлтер 400-мӗш мӑшӑр хӑйсен юратӑне ҫӗртмен 16-мӗшӗнче офицаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ иккен. Кӑҫал пӗтӗмпе паянхи куна 405 мӑшӑр регистрациленнӗ. Тепӗр 7 мӑшӑр эрнекунпа шӑматкун регистрациленме палӑртнӑ.
Ҫулла ҫитнӗренпе пӗрлешӳ кӗрменне мӑшӑрсем ытларах та ытларах килеҫҫӗ. Хӗвеллӗ, ӑшӑ кунсенче пӗрлешни, тен ҫуралнӑ ҫемьене те тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑллӑх кӳрӗ.
Ҫӗртмен 20-25-мӗшӗнче иртнӗ Халӑхсем хушшинчи VI Шупашкар кинофестивалӗ тавра паянхи кун та калаҫусем лӑпланмаҫҫӗ. Сӑлтавӗ вара акӑ мӗнре иккен. Ҫӑвӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Атӑл» кинотеатрта куракансене «Калавсем» (выр. «Рассказы») кинопа паллаштарнӑ. Кино курма килекенсемпе Сергей Фетисов актера вара залра 18 ҫула ҫитмен ачасем ларни килӗшмен пулать — ара, асӑннӑ фильма 18 ҫултан аслӑраххисем валли ӳкернӗ-ҫке. Кинотеатр администрацийӗ вара ҫак йышӑнӑва вара тӗпе хуман, ачасене зала кӗртнӗ.
Ҫапла вара ҫак ӗҫ-пуҫпа кинотеатрта Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури тӗрӗслев ӗҫӗ ирттернӗ, администраци йӗркисене пӑснишӗн ӗҫ пуҫарса янӑ. Хула сучӗ ҫитес кунсенче ҫак ӗҫ-пуҫпа йышӑну палӑртмалла.
Чӑваш Енӗн энерги тупӑшӗпе тивӗҫтерекен компанийӗн пресс-службин ертӳҫи Ирина Романова пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен компанийӗ республикӑра пӗчӗккӗн энергишӗн ҫӗнӗ майпа тӳллемелли май патне куҫма тытӑннӑ имӗш. Ҫапла вара халӑхӑн абонемент кӗнекипе тӳлес йӑлана пӑрахӑҫлама лекет. Малашне электричество энергийӗшӗн ятарлӑ штрих-кодлӑ квитанципе тӳлемелле пулӗ.
Ҫӗнӗ квитанци форминче пайӑр счёт номерне, расчетлӑ тапхӑр кӑтартӑвне, тарифне, куҫарнӑ суммӑна, парӑма, ҫӗнӗрен шутланӑ кӑтартусене палӑртнӑ. Тӳлекенӗн вара «Тӳлев тапхӑрӗшӗн шутланӑ пӗтӗмӗшле сумма» (выр. «Итого к оплате за расчетный период») графапа укҫа кӑларса хума тивӗ.
— Ҫӗнӗ хурмӑ халӑха самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Малашне энергипе усӑ кураканӑн миҫӗ тенкӗ тӳлемеллине хӑйӗн шутлас хуйхӑ пулмӗ, квитанцине те ҫырса тултарма мар пулӗ. Абонемент кӗнекипе усӑ курнине илес пулсан малашне чӗретре те тӑмалла мар пулӗ. Тӳлемелли ятарлӑ йыхрава тӳлевсӗрех киле илсе ҫитерӗҫ. Йӑнӑшпа тепӗр ҫын вырӑнне тӳлессе ярасси те тӳлеве ҫухатасси те сайрарах малашне тӗл пулӗҫ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн энергипе тивӗҫтерекен компанийӗн пурнӑҫа кӗртекен директорӗ Александр Гончаров.
Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, пирӗн мӑнаҫлӑ ҫӗршыв хӑйӗн уявне — Раҫҫей кунне — паллӑ тӑвать.
Чӑваш Ен тӗп хулинче асӑннӑ уява тӗрлӗрен тӳремсенче тата парксенче ирттереҫҫӗ. Яланхи пекех хула ҫыннисемпе хӑнасем уяв концертне курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне паян велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртет, куракансене массӑллӑ флэшмоб савӑнтарма пултарӗ.
Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫей кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвай ялӗнче уявлама палӑртнӑ.
ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх паян Шупашкарта йӗркене 90 полицай сыхлӗ.
Чӑваш Енӗн Информаци политики it.cap.ru текен ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл ятарласа тӳре-шара валли шухӑшласа кӑларнӑскер. Унта тытӑмпа ҫыхӑннӑ саккунсемпе, тӗрлӗ информаципе паллашма пулать. Портал пулӑшнипе тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем хӑйсене кирлӗ документсене пӗр-пӗринчен ыйтса илейӗҫ. Ҫӗнӗ сайтра чӑваш чӗлхи валли вырӑн тупӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарать — чӑвашла тума майӗсем те пур ӗнтӗ, саккунӗпе те пирӗн икӗ патшалӑх чӗлхи. Ҫак хисеплемеҫҫӗ тӳре-шарасем чӑвашсен чӗлхине.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа ӗҫ тӑвакан 15 влаҫ органӗ, 26 муниципалитет, 291 ял тӑрӑхӗ ҫыхӑну тытать. Асӑннӑ тытӑм урлӑ халӗ республикӑра ведомствӑсем хушшинче 2 пин ытла, федерацин влаҫ органӗсем 5 пин ытла запрос янӑ иккен.
Иртнӗ уйӑхра порталпа Шупашкар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен администрацийӗсем, ЧР Тариф енӗпе ӗҫлекен тытӑм, Сывлӑх сыхлав, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем министерствисем порталпа уйрӑмах хастар усӑ курнӑ иккен.
Юлашки вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкар хула ҫыннисем ула кураксем тапӑннипе аптӑраҫҫӗ — чипер утса пынӑ чухнех ним сӑлтавсӑр тенӗ пек сиксе ӳкеҫҫӗ.
Сӑмахран, ак, Евгения Семёнова тухтӑр тарапевтӑн та ула кураксемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулма лекнӗ. Ӗҫе кайнӑ чух хӗрарӑм сасартӑк ҫул ҫинче вӗсен чӗппине асӑрханӑ. Темле самантра терапевт патне икӗ ула курак вӗҫсе пынӑ, вара вӗсем хӗрарӑма тапӑнма тытӑннӑ. Турра шӗкӗр, Евгения Семёнова аллинчи сумкӑпа сулкалашса вӗҫен кайӑксенчен хӑтӑлма пултарнӑ. Тухтӑр ӗҫчешӗсем те ку пулӑма пӗрре мар асӑрханӑ.
Орнитолог Антон Ширшов ку ӗҫ-пуҫа ула кураксем чӗпӗ кӑларассипе ҫыхӑнтарать. Кураксем ашшӗ-амӑшӗ инстинктне пула ҫынсене тӑшман евӗр кураҫҫӗ, хӑйсен чӗпписене хӳтелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ула курак йӑвви таврашӗнче ҫынсен ҫӳреме кирлӗ мар.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫу уйӑхӗнче 67 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫав уйӑхрах ҫемьеленнӗ 53 мӑшӑр уйрӑлнӑ пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара 114 мӑшӑр хӑйсен юратӑвне пӗрлешӳ кӗрменӗнче ҫирӗплетме палӑртнӑ.
ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра Ҫӗнӗ Шупашкарта 97 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 41 хӗрарӑм, 56 арҫын. Ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑсӑр пуҫне ку хулара ача ҫуралнин шучӗ те самаях кӑтартуллӑ. Ҫу уйӑхӗнче 181 пепке кун ҫутти курнӑ. Вӗсенчен 106 арҫын ача, 75 — хӗрача.
Хула администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх амӑшӗпе-ашшӗ хӑйсен ачисене ят панӑ чухне Артем, Максим, Дмитрий, Виктория, Кира, Александра ятсене кӑмӑлланӑ. Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑранпа 7 йӗкерӗш ҫуралнӑ пулнӑ.
Ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑш ятне регистрациленӗ чухне 15 хутӗнче ашшӗ ятне палӑртманни пирки те пӗлтерет Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |